Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Каланăлăх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Калани, — пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсенчен пĕри. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче калав терминпе усă курнă. Чылай вăхăт ăна сказуемăй теесси йăлара пулнă. Вăл каланин содержанине чăнлăхпа çыхăнтарать (предикаци тăвать) тата пуплерĕшри сăмахсене хăй тавра пĕрлештерсе тăрать. Çак сăлтава пула сказуемăя пуплерĕшĕн пĕртен-пĕр тĕп пайташĕ теме юрать. Каланире пуплерĕшĕн сăпатпа хисеп формисем палăрма пултараççĕ. Çак формăсене йышăннă глаголăн подлежащиĕ çук чухне те сказуемăй пулать, пуплерĕш хăй тĕллĕнех йĕркелет: Сан умăнта хама айăплă туятăп (Н.Пет.). Калани хăй пĕлтерĕшлĕ ытти пуплев пайĕсенчен те пулма пултарать: Çанталăк уяр. Пичче инженер. Мăнукăм тăваттăра. Çаран ян! та ян! (Энтип) Ӗç кунĕ кашни журналистăн хăйне евĕр (С.Пав.). Ун пек чухне каланине мĕнле те пулин предикаци пĕлтерĕшĕ пурри тăрăх (вăхăт, вырăн, хисеп, япала камăн е мĕнĕн пулни, хăш ушкăна кĕни тата ыттисем те) уйăраççĕ. Предикаци палли пуплерĕшĕн шухăш тытăмне кура пĕр сăмах çинчен тепри çине куçма пултарать. Акă прогрессиллĕ йĕркере Айăпли эп пуплерĕшĕн калани тесе эп сăмаха пăхмалла, регрессиллĕ йĕркере — айăпли сăмаха.

Йăлана кĕнĕ теорипе килĕшӳллĕн, калани пĕлтерĕш енчен тулли сăмах пулмалла. Енчен те уйрăм сăмахăн пĕлтерĕшĕ конкретлă пулмасан, ытти сăмахсен çыхăнăвĕнче кăна уçăмлансан ăна кӳршĕри сăмахсемпе пĕрле илеççĕ: Куççуль килсе тухрĕ Кириле пиччен. Вăл çара пуçăн. Хутсăр тата хутлă каланисене уйăрни вырăнсăр, мĕншĕн тесессĕн кĕçĕн пайташсене çавăн пек ушкăнламаççĕ.

Юлташпа — юлташла, тăшманпа — тăшманла (Ват.сăм.); Манăн чĕрере лăпкă мар (Салампек) йышши пуплерĕшсем пурри тĕп пайташсене (çав шутра сказуемăа та) анлă ăнланма хистет е вĕсем çинчен калаçма сăлтав пачах çуккине пĕлтерет.

Терминăн çăлкуçĕ

тӳрлет

Каланăлăх тени вырăсла сказуемое тенине тÿреммĕн калькăласа чăвашла куçарнинчен пулнă. Апла тунине ниепле те тиркеме май çук.

Литература

тӳрлет
  • Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 2 пайлă. I пайĕ. Ш., 1973;
  • Андреев И.А. Предикативность как конструктивный признак простого и сложного предложений // Известия НАНИ ЧР. 2002. № 4.


Пуплерĕш пайташĕсем
Субъект | Каланăлăх | Туллилетев | Каланăлăхташ | Паллăлăх
  NODES