Хромхими элеменчĕсен таблицин 24-мĕш элеменчĕ, атăм йывăрăшĕ 51,996, синкер-хурçă тĕслĕ металл.

Хром
Хром / Chromium (Cr)
Атом номерĕ 24
Ансат япалалăхăн курăмĕ 200px
кăвакрах шурă тĕслĕ хытă метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
51,9961 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 130 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
652,4 (6,76) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Ar] 3d5 4s1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 118 пм
Ион радиусĕ (+6e)52 (+3e)63 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,66
Электрод потенциалĕ -0.74
Оксидлав капашĕсем 6, 3, 2, 0
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 7,18 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 23,3[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 93,9 Вт/(м·K)
Шăрану температури 2130 K
Шăраннин пайлавла ăшши 21 кДж/моль
Вĕрев температури 2945 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 342 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 7,23 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ кубла калăпăшĕпе центрăрланă
Решетке периочĕ 2,885 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури 460 K


Cr 24
51,9961
[Ar]3d54s1
Хром

Кун-çулĕ

тӳрлет

1766 çулта Екатеринбург çывăхĕнче минерал тупнă, ăна «çĕпер хĕрлĕ тăхланĕ» ят панă, PbCrO4. Хальхи ячĕ — крокоит. 1797 çулта франци химикĕ Л. Н. Воклен унтан çĕнĕ йывăр шăранакан металла (Воклен ун чухне хром карбидне кăларнă пулмалла) уйăрса кăларнă пулнă.

Этимологи

тӳрлет

Элеменчĕ ятне грек χρῶμα — тĕс, сăрă палăртусенчен илнĕ пулас — хăйĕн сыпăнăвĕсем тĕрлĕ сăрлă пулнирен.

Физикăпа хими пахалăхĕсем

тӳрлет

Ирĕклĕхре — çутă кăвак металл кубăллă калăпăш-тĕпĕленнĕ чĕнтĕрлĕ, а = 0,28845 нм. 39 °C температуринче парамагнитлă тăрăмрен антиферромагнитлă (Неель пăнчи) тăрăма куçать.

Сывлăшра тăнăç. 300 °C чух амфотерлă пахалăхсемлĕ симĕс тĕслĕ хром (III) оксидне Cr2O3 хăварса çунать.

Cr2O3 селтĕсемпе шăрантарса хромитсем тăваççĕ:

Cr2O3 + 2NaOH → 2NaCrO2 + H2O.

Хĕртмен хром(III) оксичĕ çăмăллăн сĕлтĕллĕ тата кислоталлă шĕвексенче арканать:

Cr2O3 + 6НСl → 2CrСl3 + 3Н2О.

Изотопĕсем

тӳрлет
Тĕп статья: Хром изотопĕсем


Тупăçĕ

тӳрлет

РФ хромăн тĕп çĕруправĕсем Уралта (Донские тата Сарановское).

Туса кăларни

тӳрлет

Хром çутçанталăкра ытларах хромлă тимĕрлĕх пек тĕл пулать Fe(CrO2)2 (тимĕр хромичĕ). Ăна феррохромран электрокăмакасенче кокспа çĕнетсе тăваççĕ:

FeO•Cr2O3 + 4C → Fe + 2Cr + 4CO↑

Феррохрома легированных хурçă тунă чух усă кураççĕ.

Тап-таса хром тăвас тесе, çакăн пек хутăштарса япаласене çыхăнтараççĕ:

1) тимĕр хромитне натри карбоначĕпе хутăштарса сывлăшра шăрантараççĕ (кальциленнĕ сода):

4Fe(CrO2)2 + 8Na2CO3 + 7O2 → 8Na2CrO4 + 2Fe2O3 + 8CO2

2) натри хроматне (шывра) ирĕлтереççĕ те ăна йӳçĕелĕ тимĕртен уйăраççĕ;

3) йӳçĕклесе тата хытаркаласа (кристаллизацилесе)хромата дихромата куçараççĕ;

4) таса хром оксидне дихромата кăмракпа çĕнелетсе тăваççĕ:

Na2Cr2O7 + 2C → Cr2O3 + Na2CO3 + CO
  • ултă валентлă хрома виç валентлине çитиччен шĕвеке куçарса çĕнетесси;
  • водородăн ионĕсем хĕлхемленсе газ евĕр водорода тухни;
  • ултă валентлă хромлă ионсем хĕлхемленсе металлă хрома тухни;
Cr2O72− + 14Н+ + 12е = 2Сr + 7H2O

5) алюминотерми меслечĕпе металлă хром туса кăлараççĕ:

Cr2O3 + 2Al → Al2O3 + 2Cr + 130 ккал

6) электролиз меслечĕпе электролитикăллă хрома хром ангидричĕнчен кӳкĕрт йӳçĕкĕллĕ шывра туса кăлараççĕ. Çакăн чух катодсем çинче 3 ĕç пулăмĕсем иртеççĕ:

Усă курни

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхатурусем

тӳрлет
  1. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Мускав: Большая Российская энциклопедия, 1999. — Т. 5. — С. 308.

Каçăсем

тӳрлет
  NODES