Аншарли (Килти эрех) — тырă çимисем, пылак, паранкă, кăшман, улма çимĕçĕ е пылаклă крахмал çимисем йӳçнипе тăвакан спиртлă (52% углеродран тăракан) ĕçмелли япала, ăна (кăрчама) дистилляци мелĕпе килте аншарли агрегачĕ витĕр юхтарса тунă хаяр спирт ĕçми.

Чылай çĕр-шывра аншарли юхтарма, тата уйрăмах, сутма саккун чарать.

Анщарли тунă çĕрте пылак кăларакан кирек епле çимĕçе те усăна кĕртме пулать. Пахалăхĕ крахмалпа пылакран тухать. Ĕçмене кăрчамана йӳçтерсе тăваççĕ. Ĕçмен пахалăхĕ йӳçтернинчен килет.

Йӳçтернĕ кăрчамаран юхтару кубĕ е ректификаци колонни витĕр кăларса тăваççĕ.

Уйрăмах крахмал çăмăллăн пылакланма ăна малтан шывпа хутăштарса пусăмпа пĕçереççĕ. Çакăн чухне пулнă клейстера салата çăрса ăсла вĕретеççĕ.

Тырăран аншарли юхтарма йывăртарах, мĕншĕн тесен тырă тĕшшинчи крахмала пылака çитермелле. Çакна салатпа тăваççĕ.

Чăваш чĕлхинчи аншарлие пĕлтерекен сăмахсем

тӳрлет

Хветĕр Уяр çырнинчен[1]:

Ӑна янтӑла. (Вӑл мӗн-мӗн иккенне пурте пӗлетпӗр - ханша вӑл), тӗрлӗ ҫӗрте ку пакӑҫа ачашласа темле те ят парса пӗтернӗ - аншарли те вӑл, сӑмакун та, лапсӑркки те, ҫӑмламасси те, кӑмӑшка та тата ытти те, анчах хӑй пурте пӗр пулӑ пуҫех, ҫав пӗр йӗрӗнчӗк шӗвекех пӗлтерет. Каҫарӑр та, унӑн «техники» те пӗр вырӑнта тӑмасть-мӗн. Ӗлӗкрех ханша ӗҫетчӗҫ. Халӗ унпа ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, ӑна икӗ хут юхтарма вӗренсе ҫитнӗ. Кӑвар ҫине чаш! сапсан, кӗрп! ҫеҫ хыпса илмелле юхтарма пӗлеҫҫӗ. Ҫавна кӑшт сыпсанах этем кӗрхи шӑна пек пулса каять).

Ку «сӑмакун-перекенӗ» пулчӗ. Унтан лавккаран туянаҫҫӗ - ҫуттине, хӗрлине.

Паллăрах ĕçмесем

тӳрлет

«Аншарли» терминпа пĕрре юхтарнă спирт хутăшĕсене палăртаççĕ. Сăмахран, аншарли шутне ром, сливовица, ракия, чача, джин кĕреççĕ.

Хальхи водка, XIX ĕмĕртипе танлаштарсан, аншарли шутланмасть, мĕншĕн тесе ăна ректификаци меслечĕпе спиртран хăвалаççĕ.

Раççейре аншарлине промăçлă тăваслăха ирĕк пани

тӳрлет

2002 çулта Раççей Федерацинче аншарли юхтарнăшăн уголовлă-администрациллĕ яваплăха пăрахăçланă, вара çак ĕçмене туса сутма ирĕк пулать. Çак вăхăтрах раççей аншарлипе хаяр алкоголь ĕçмисене тĕнчери пасарсене илсе тухас тесе International Center For Alcohol Policies (ICFAP) ассоциацийĕ кăсăкланать. Меллĕ самантпа тăватă усламçă — Николай Полуэктов, Павел Преженцев, Алексей Ходорыч тата Михаил Сергеев — усă кураççĕ: вĕсем аншарлине промăçлă кăларма саккунпа ирĕк илсе кирлĕ технологи инструкцисене (ТИ), техника условисене (ТУ) тата ГОСТ регистрлаççĕ. Коммерсантсем «Косогоров Самогон» товар паллине йышăнса çирĕплетеççĕ те ХАО «Прасковейское» (Прасковея ялĕ) базинче промăçлăх ĕçне хута яраççĕ. 2006 çултанпа аншарлине РФ ваккăн суту-илĕвĕнче тата HoReCa эрешĕнче сутăва кĕртеççĕ.

Килте туни хăрушлă

тӳрлет

Алкоголь ĕçмисене килте паха та сывлăха юрăхлă пултăр тесе юхтарма йывăр. Мĕншĕн?

  1. Кăрчамана юхтарма вĕретсен пылак, шурри çĕпре йывăр органика япалалăхĕн терма-крекинг пулать.

Çав. пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Крепкие напитки. Ред.-сост. Е. Г. Малёнкина 2003 ISBN 5-17-020789

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
  NODES
INTERN 1