Ăтăр - çинçе кĕлеткеллĕ вăрăм чĕрчун. Вăл утса çӳреме те, чупма та питĕ ăста: 10 çухрăма пĕр канмасăрах кайма пултарать. Шывра та хăйне лайăх туять. Унта 3 минут ытла тăма пултарать. Таса, хăвăрт юхакан шывсене кăмăллать. Ытларах пулăпа тăранать, анчах рак, шапа, хурт-кăпшанкă та тиркесех каймасть. Йăви чăнкă çыранта вырнаçать пулин те, кĕмелли шăтăкне курма çук - ăна ăтăр шыв айĕнчен тăвать. Ăтăр питĕ сыхлавлă чĕрчун шутланать, çавăнпа та апата каçхине кăна тухать. Пирĕн тăрăхра ăтăрăн тĕп тăшманĕ - этем. Çынсем ăтăра паха та хаклă тирĕшĕн тытаççĕ. Çавăнпа та ăтăр йышĕ пирĕн тăрăхра питĕ пĕчĕк.

Ахаль ăтăр
Ахаль ăтăр ареалĕ
Ахаль ăтăр чечексем çинче

Каçăсем

тӳрлет
 
Викитĕссем
Викитĕссенче çак темăпа хыпар пур
  NODES