Ватт (палăртăвĕ: Вт, W) — СИ системинчи хăват виçмелли единица. Ăна пăс машини шутласа кăларнă Уатт Джеймс механик ятне панă. Пĕрремĕш хут Вата хăват единици вырăнне 1889-мĕш çулта Британи ăслăлăх ассоциацин 2-мĕш конгресĕнче йышăннă. Маларах Уатт кĕртнĕ лаша вăйĕсем тата фут-фунт минутра. 1960-мĕш çулта XIX метрика конференцинче Вата СИ системине кĕртнĕ.

Ваттметр — электричество цепĕсенче хăват виçмелли прибор


Палăртни

тӳрлет

Вата 1 çеккунтра 1 Джоуль ĕç тăвакан хăвата калаççĕ [1]. Ытти единцăсемпе Ватт çапла çыхăннă:

Вт = Дж / с = кг·м²/с³
Вт = H·м/с
Вт = В·А

Асăрхавсем

тӳрлет
  NODES