Эжен Анри Поль Гоген (фр. Eugène Henri Paul Gauguin, 1848-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕ - 1903-мĕш çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕ), — француз ÿнерçи, кӳлепӳçи, капăр тăм ăсти. Сезаннпа тата Ван Гогпа пĕрле импрессионизмăн хыçалхи тапхăрĕн паллă элчи пулнă. 1870-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ÿнерçĕ ĕçĕпе айкашма пуçланă. Пултарулăхĕн ирхи тапхăрĕ импрессионизмпа çыхăннă.

Поль Гоген
гол. Eugène Henri Paul Gauguin
Хăйне хăй ÿнернĕ сăнар, 1889
Хăйне хăй ÿнернĕ сăнар, 1889
Çуралнă вăхăт: 1848, çĕртме, 7
Çуралнă вырăн: Парис
Вилнĕ вăхăт: 1903, çу, 8
Вилнĕ вырăн: Хива-Оа
Жанр: Тĕрлĕ енлĕ сăнар ĕçĕ
Вĕренӳ: Камиль Писсарро
Стиль: импрессионизм хыçалхи тапхăрĕ
Викиампарти ĕçсем

1880-мĕш çултан пуçласа импрессионистсен куравĕсенче хутшăннă. 1883-мĕш çултан ÿнерçĕ профессине алла илнĕ. Анчах Гогенăн ĕçĕсене туянса илмен пирки ÿнерçĕ чухăн пулнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Поль Гоген Парисре çуралнă. Кукамăшĕ, Флора Тристан (1803—1844), паллă утопи социалисчĕ пулнă. Ашшĕ, Кловис Гоген (1814-1849), республика çинчен радикаллă шухăшлавлăскер, Тьерпа Арман Марасен «Насьональ» журналăн политика уйрăмĕн иртен-вăхăт çыравçи пулнă. Амăшĕ, Алина Мария (1825-1867), Перу çĕр-шывĕнчи пуян кил-йышран тухнă.

1849-мĕш çулта, монархине хирĕç ăнăçсăр пăтăрмахĕ хыççăн, Кловис, тăван çĕр-шывĕнче хăйне хÿтĕре туйманскер, Францирен тухса кайма шут тытать. Çемьипе Перуна каякан карап çине ларать, унтавăл хăйĕн журналне уçма шутлать. Анчах та Кăнтăр Американа кайнă çул çинче Кловис чĕре аптранипе вилсе каять. Çапла вара, çичĕ çула çитеччен Поль Перура пурăннă, амăшĕн кил-йышĕнче ÿснĕ. Ачалăхра пулса иртнĕ асаилÿсем, экзотикаллă çанталăк, капăр халăх кĕпе-тумтирĕ, Лимари куккăшĕн килĕнчи ĕç-пуçсăр çăмăл пурнăç яланлăхах унăн асĕнче юлнă, вăл тропика çул-çуревĕсем çинчен ĕмĕтленнĕ.

1855-мĕш çулта вăл амăшĕпе Францине таврăнать, мучинчен еткер илес тесе, Орлеанта аслашшĕпе пурăнма пуçлать. Гоген франс чĕлхине хăвăрт вĕренсе шкулта та пултаруллăн вĕренет.

1861-мĕш çулта Алина Парижра çĕвĕç лаççине уçать, унăн ывăлĕ тинĕс-çӳревçи вĕрентĕшне кĕме хатĕрленет. Анчах ăмăртупа кĕреймест те, 1865-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче лоцман вĕренекенĕ пулса тинĕсе тухать. 1871-мĕш çулччен вăл пĕрмаях тенĕ пек тĕнче çÿревçинче: Кăнтăр Америкара, Вăтаçĕр тинĕсĕнче, çурçĕр тинĕсĕсенче пулать. Индире амăшĕ вилнине пĕлет, «карьера тума, мĕншĕн тесен вăл пачах та хăй патне çемье юлташĕсен хисепĕпе юратăвне чĕнсе илме пултараймасть, çавăнпа кĕçех пĕччен пулса юлма пултарать» тесе халалласа хăварнă. Апла пулин те, 1872-мĕш çулта Парижа çитсен, хăй ачалăхран паллакан амăшĕн юлташăнчен Гюстав Арозаран (биржа усламçи, фотограф тата хăй вăхăтăнчи ÿнер хайлавĕсене пухакан), пулăшу çитет. Унăн сĕнĕвĕпе Гоген биржăри брокер вырăнĕнче ĕçлет.

1873-мĕш çулта Гоген çамрăк Мэтте-Софи Гадпа, Дани хĕрĕпе, Ароза çемьипе çывăх паллашура тăраканскерпе мăшăрланать. Гогенăн пĕрин хыççăн тепри ачисем çуралаççĕ: 1874-мĕш çулта Эмиль, Алина 1877-мĕш çулта çулта, Кловис 1879-мĕш çулта, Жан-Рене 1881-мĕш çулта тата Поль 1883-мĕш çулта. Вунă çул хушшинче Гогенан çынсен пĕрлĕхĕнчи сумлă ячĕ çирĕпленет. Унăн çемьи канăçуллă хватерсенче пурăнма пуçлать, унерçĕн ĕç лаççине те тимлĕ вырăн лекет. Гоген, Ароза пекех, ÿнерçÿ хайлавĕсене, ытларах импрессионистсенне, пуçтарать, хăй те ÿнерлет.

1873-1874-мĕш çулсенче вăл пĕрремĕш çутçанталăк сăнарĕсем ÿнерет, вĕсенчен пĕрри Салонта 1876-мĕш çулăн куравĕнче пулать. Гоген Камиль Писсарро импрессионистпа 1874-мĕш çулчченех паллашнă, çапах та туслăх çыхăнăвĕсем 1878-мĕш çултан çех чăмăртанаççĕ.

1879-мĕш çул пуçламăшĕнчен Гогена импрессионистсен куравĕсенче хутшăнма чĕннеççĕ: ÿнер ĕçĕсене пухакана майĕпен чăннипех ÿнерçĕ шутне кĕртеççĕ.

1879-мĕш çулăн çу уйăхăсене вăл Писсарро патăнче Понтуазра ирттерет, 1885-мĕш çулчченех унта садсемпе ял-ен сăнарĕсем ÿнерет. Писсарро Гогена Эдгар Дегапа паллаштарать, малашлăхра Дега Гогена пулăшать, ĕçĕсене хăй туянса тата Дюрана-Рюэля (импрессионистсен илемлĕ ÿнер ĕçĕсене сутса-илекен), илме сĕнсе. Дега Гогенан 10 яхăн ÿнер ĕçне туяннă, вĕсен хушшинче «Чипер Анжела», «Манго çимĕçлĕ хĕрарăм» е «Хина тефатоу».

1884-мĕш çулта Гоген çемьипе Копенгагена пурăнма куçнă, унта малалла брокер пулса ĕçленĕ. Анчах пур вăхăтне те ÿнер ĕçне парса, Поль арăмĕпе пилĕк ачине Данире хăварса 1885-мĕш çулта Парижа таврăнать.

1886-1890-мĕш çулсенче Гоген, Парижран канас тата укçине кăштах хĕсес тесе (пурнăç унта чылай йÿнĕрех пулнă), яланхиллех Понт-Авентра (Бретань) пурăнать, унта вăл символизмпа çывăх ÿнерçĕсен ушкăнĕпе тачă çыхăнура пулать.

1887-мĕш çулта Гоген Лавальпе (ÿнерçĕ тата илемлĕ ÿнер ĕçĕсене сутса-илекен), пĕрле Мартиника утравĕ çине каять.

1888-мĕш çулта пĕр вăхăт хушши Ван Гог патĕнче Арльте пурăннă, пĕрле ĕçленĕ. Вĕсен хушшинчи Ван Гогăн чирĕпе çыхăннă тавлашуллă пăтăрмах пирки Гогенăн унтан тухса кайма тивет. Цивилизацине «чир» тесе шутласа, Гоген, «çутçанталăкпа тачă çыхăнас» тесе, 1891-мĕш çулта Таити утравĕ çине каять, унта Папеэтере пурăнать, 1892-мĕш çулта 80 ÿнер ĕçĕ хайлать. Кĕске вăхăтлăха (1893-1895) Францине таврăннă хыççăн, чирĕ пирки тата укçа-тенкĕсĕр пулнипе вăл яланлăхах Океанине каять — малтан Таити, 1901-мĕш çултан Хива-Оа утравĕ (Маркиз утравĕсем) çине каять,унта çамрăк Таити хĕрне качча илет те пĕтĕм вăй-халĕнчен ĕçлет: çутçанталăк сăнарĕсем ÿнерет, калавсем çырать, журналист пулса ĕçлет. Çак утрав çинчех вилет те.

Чирĕсене (вĕсен хушшинче проказа та), чухăнлăхпа йывăр шухăшсене пăхмасăр, хăйне хăй çине ал хума шута уямасăр, чи лайăх ĕçĕсене Гоген шăп та çавăнта хайланă. Вĕсенче Океани халăхĕсен чăн пурнăçне куллен курса тĕпчени вырăнти халапсемпе çыхăнса каяççĕ. Пысăк пир таткисем çинче вăл хускавсăр, уçă тĕсĕсемпе питĕ уйрăлса тăракан тата тарăн чун-шухăшлă та капăр композицисем хайлать. Вилнĕ хыççăн çех, — 1906-мĕш çулта Парижра 227 ĕçне кăтартсан, унăн ячĕ чапа тухнă. Гогенан пултарулăхĕ XX ĕмĕрĕн илемлĕ ÿнерне вăйлă витĕм хуни тавлашусăр та куçкуравлă япала.

Ĕçĕсем

тӳрлет
  • Понт-Авенри шыварманĕ
  • Кĕвĕçетĕн-и?
  • Ăçта каятăн?
  • Аслă Будда 1899
  • Хĕрлĕ ĕне
  • Арлти кафе
  • Таити икĕ хĕрарăмĕ 1899
  • Ку 1901
  • Шыв хĕрринчи юланутсем
  • Амăшлăх

Курав речĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Поль Гоген Ноа Ноа, — Санкт-Петербург, «Азбука-классика», 2001

Каçăсем

тӳрлет
  NODES
os 1