Ки
Ки е Нинхурсак(«Вăрман тăвĕн хуçайкки») — шумер-аккад халаплăхĕнче — çĕр ама турри, малтан тӳпе аслă туррипе —Анупа — пĕрле пулнă, унтан вăл тӳпене çĕртен уйăракан сывлăш туррине — Энлиле çуратать.
Кун-çулĕ
тӳрлетУнăн этепĕ Шумерăн кай тапхăрĕнче анлă саралман пулнă. Сĕм авал патшасемпе тарăмсем ăна хăйсен амăшĕ вырăнне хунă. Нинхурсак тĕрлĕ ятпа паллă пулнă — Нинту («пурнăç панă ама»), Нинмах («аслă ама») тата ур., — авалхи турăсен ĕретĕнче Энкирен малта тăрать. Çак ама турă малтан Ки (çĕр) ятпа паллă пулнă, Ану (тӳпе) арăмĕ шутланнă, çаплах авалхи «турă-амăш» пĕлтерĕшĕ пулнă, пур чĕрĕне çуратакан ама, пулăхпа тухăçа хӳтĕлевçи шутланнă. Вăл — турăсен амăшĕ, унăн ĕренкисене чылай ама туррисенче тупма пулать. Нинхурсак этеме тăвас ĕçре çав тери паллă вырăн йышăнать. Каярах унăн этепне Инанн этепĕ улăштарать.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |