Ла-Корунья исп. La Coruña — ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ Испанин пысӑк хули, курорт тата порт. Галиси автономлӑ пӗрлӗхӗн, Ла-Корунья провинцин административлӑ тӗп хули.

Ла-Корунья
хула
Skyline of Ла-Корунья

Logo

Кун-ҫулӗ

тӳрлет

Рим империйӗчченхи тата Рим империйӗн вӑхӑчӗ

тӳрлет

Хула паян йышӑнакан лаптӑк (Кастро-де-Эльвинья тата Альто-де-Санта-Маргарита) вырӑнӗнче Рим империйӗ киличченех ҫынсем пурӑнни пирки ҫырӑнса юлнӑ фактсем пур. Страбон ҫырнӑ тӑрӑх ку тӑрӑхра артабрсем ятлӑ кельт йӑхӗ пурӑннӑ.

Ла-Коруньи кӳлмекӗ пирки классик географсем Portus Magnus Artabrorum ятпа хатӗрленӗ ӗҫе асӑннӑ, Европа ҫыранӗсен хӗррипе иртекен суту-илӳ ҫулӗ ҫинче вӑл тӗп вырӑнсенчен пӗри пулнӑ. Историксен ӗҫӗсенче асӑннӑ Brigantium ятлӑ топоним, ахӑртнех, Ла-Корунья хулан Бетансос хулаҫумӗпе пӗр килет пулас. Дион Кассий Цезарь Бриганти ҫыранӗсем патне ҫитни ҫинчен ҫырни пур. II ӗмӗрте Ла-Корунья сӑмсахӗнче римлянсем маяк туса лартнӑ, хальхи вӑхӑтра ӑна Геркулес башни пек пӗлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Пескадерипе Монте-Альто районсене некрополь[1] тата римлянсен ытти ҫурт юлашкисене тупса палӑртнӑ.

Вӑтам ӗмӗрсем тата Чӗрӗлӳ самани

тӳрлет

Рим империйӗ саланнӑ хыҫҫӑн ку тӑрӑха свевсемпе вестготсем ярса илнӗ. 711 ҫулта Пиреней ҫурутравӗ ҫине арапсем тапӑнса кӗни ку вырӑна пачах та витӗм кӳмен темелле, ҫӗр ҫул хушшинче ҫак тӑрӑх христиансен Астури патшалӑхӗн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. II Бермудо ҫыран хӗррине тата «Фаро» утрава (тӗрӗссипе вӑл — Геркулес башни вырнаҫнӑ ҫурутрав) хӑй аллине илнӗ, анчах IX–X ӗмӗрсем хушшинче ку тӑрӑха тапхӑр-тапхӑррӑн викингсен карапӗсем пырса ҫаратнӑ, ҫакна пула вырӑнти халӑх, ландшафт тӗлӗшӗпе хӳтӗленме, Бетансоса куҫнӑ.

991 ҫулта порт йӗркеленнӗ, унпа Сантьяго-де-Компостелӑна ҫитме ҫула тухнӑ паломниксем усӑ курнӑ. 1208 ҫулта хулана Леон патши IX Альфонсо ярса илнӗ, вӑл кӳршӗлле вырнаҫнӑ Эль-Бурго хула ҫыннисене хальхи Кивӗ хула вырӑнне пурӑнма куҫарнӑ, хулана ҫӗнӗрен йӗркелесе ӑна Круни ят панӑ, суту-илӳ тӗлӗшӗнчен ҫӑмӑллӑхсем туса панӑ. Ҫапла вара Ла-Корунья Галисин пуп таврашӗпе феодалӗсенчен ирӗке тухса патшана тӳрреммӗн пӑхӑнакан анклав пулса тӑнӑ.

Темиҫе теҫетке ҫул иртсен X Альфонсо хулана ҫӗр прависемпе тивӗҫтернӗ тата налук тӳлемесӗр тӑвар сутма ирӗк панӑ, ҫакна пула унӑн экономики самай аталантарма пултарнӑ.

Патшара III Энрике ларнӑ вӑхӑтра XIV ӗмӗр вӗҫӗнче хӳмесем хӑпартнӑ, вӗсем хулана ҫӗршер ҫул хӳтӗленӗ. Вӗсенчен юлнӑ пӗр пайӗ тата хуларан Паррота хӗррине илсе тухакан виҫӗ хапха та сыхланса юлнӑ. Ҫапла май паянхи кунччен Кивӗ крепость (Fortaleza Vieja) пек паллӑ бастион упранса юлнӑ.

1446 ҫулта II Хуан Ла-Коруньене хула статусне панӑ. I Карл вырӑнти кортес ларӑвне хутшӑннӑ, хулара тутӑ кӗртекен япаласемпе суту-илӳ тӑвакан ҫурта уҫнӑ.

Паллӑ вырӑнсем

тӳрлет

Тӑванла хулисем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет

Асӑрхавсем

тӳрлет
  1. ^ La Voz de Galicia Tres mujeres de 1.600 años, halladas en las excavaciones de la calle Real y Riego de Agua.
  2. ^ 1 тата 2 Os irmanamentos dos concellos en Galicia.
  3. ^ Asuntos Federales y Electorales. çăлкуçран архивланă 27 Ҫу уйӑхӗн 2012.
  NODES
os 6