Обь
Обь (выр. Обь) — Анăç Çĕпĕрĕн юханшывĕ, Раççейри чи вăрăм, Азире иккĕмĕш.
Обь | |
---|---|
Характеристика | |
Тăршшĕ | 3650 км |
Бассейн лаптăкĕ | 2 990 000 км² |
Шыв системи | Кара тинĕсĕ |
Шыв тăкакĕ | 12 492[1] м³/ç (287 вăрринчен) |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | юханшывсем пĕрлешни: Бия и Катунь |
• Çӳллĕшĕ | 160 |
Шыв вăрри | Кара тинĕсĕ |
• Координатсем | 66°47′ с. ш. 69°08′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/Q |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Регион | Алтай Республики, Алтай Ен, Томск облаçĕ, Çĕн Çĕпĕр облаçĕ |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв Алтайра Бийăпа Катунь пĕрлешĕннĕ тĕлтен пуçланать, Обь тăсăлăвĕ — 3650 çм (Иртыш çăлкуçĕнчен шутласан — 5410 çм). Çурçĕрте шыв Кар тинĕсне юхса тухса кӳлмек (Обь тути (кӳлмек)) тăвать (800 çм тăршшĕ).
Хăй евĕрлĕ тĕсĕсене шута илсе юханшыва 3 пайа уйăраççĕ: çӳлти (Томĕн кӳлмекĕ таран), вăтамми (Иртыш кӳлмекене çитиччен) тата аялти (Обь тутине çитиччен).
Юхăмĕ
тӳрлетТĕрĕссипе, Обь Катунĕн тăсăлăвĕ пулать, анчах Обь ята вăл Катунь Бияпа пĕрлешĕнсен çеç, Бийск хулинчен анаталла, кĕрет. Обь самаях авкаланса чупать, анăçалла е çурçĕрелле юхать. Алтай Енĕнче Барнаул витĕр тухать. Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕ тăрăх, Çĕнĕ Çĕпĕре витĕр каять. Çурçĕрелле, Томь облаçĕнче Томьпе, кайран Чулымпа пĕрлешет, çапла вара анăçалла çаврăнать те Колпашево хули çумĕнче Кĕтпе пĕрле малалла юхать. Тĕмен облаçĕнче Обь Нижневартовск, Сургут, Нефтеюганск, Ханты-Мансийск тата урăх хуласем витĕр юхать. Ханты-Мансийск хыççăн Обь çурçĕрелле пăрăнать, кун чух юпленчĕк вăрри тапранать, Ямал-Ненец автономлă округĕнче Обь протекает Салехард па Лабытнангине кĕрсе тухать. Çак вырăнтан пуçласа вăл самаях сарăлса пырать те Кар тинĕсĕн Обь тутине юхса кĕрет.
Шыв-çĕр пĕрлĕхĕ
тӳрлетШыв-çĕрĕн лаптăкĕ — 2990 тыс. км². Çак кăтартăвĕпе юханшыв Раçсейре пĕрремĕш вырăнта. Çаплах Обь шыв куçарас енĕпе Раçсейри виççĕмĕш юханшыв пулать (Енисейпе Лена хыççăн).
Юханшывăн кăнтăр пайĕнче Çĕнĕ Çĕпĕр шывуправĕ пӳлсе тунă, Çĕнĕ Çĕпĕр ГЭСĕ ĕçлет. Пĕвене 1950 — 1961 çулсенче хăпартнă; ун чух нумай ял, Бердск хулин чылайăшĕ пĕве тĕпне лекнĕ. Обь тинĕсĕ (халĕ çапла ят хунă вырăнти çынсем) çĕнĕçĕпĕрсемшĕн кану вырăнĕ пулать, унăн çыранĕсенче санаторисемпе кану çурчĕсем лартнă. Юнашар çĕрсенчен те кунта канма килеççĕ.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче Обь-Енисей каналĕ туса хунă, халĕ унпа усă курмаççĕ.
Юпписем
тӳрлетОбĕн паллă юпписем: Чарыш, Алей, Чумыш, Томь (Обь юппи), Чулым (Обь юппи), Кеть, Иртыш. Обь çине юхакан шывсем: Мăн Юкан (Юкан юхăм), Çăрттан.
Чĕрчунĕсем
тӳрлетЭтимологи
тӳрлетНенецсем юханшыва «Саля-ям» тенĕ, вăл «сăмсах юханшывĕ» пулать. Хантăсемпе мансисем ăна «Ас» теççĕ — «мăн юханшыв», селькупсем «Квай», «Еме», «Куай» тенĕ (мăн юханшыв). Вырăссем пĕрремĕш хут зырянсемпе пĕрле юханшыва аял енче çитнĕ. Йăрмак Çĕпĕре ярса иличчен Обь таврашĕ тенĕ.
Çавăн пекех ăна иран сăмахĕпе çыхăнтараççĕ: «об» — «шыв». Кунта иран çемйиллĕ чĕлхеллĕ халăхсем малти бронзă тапхăрĕнче вăтам ĕмĕрсенче пурăннă.
Обь хулисем
тӳрлетОбь тăрăхĕн тĕп порчĕсемпе пристанĕсем: Барнаул юханшыв порчĕ, Çĕнĕ Çĕпĕр, Томск, Сургут, Лабытнанги, Павлодар, Омск, Тобольск, Тӳмен.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ob At Salekhard (акăлч.). çăлкуçран архивланă 9 Пуш уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 5 Пуш уйӑхӗн 2013.
Каçăсем
тӳрлет- Обь нахлыст. Çĕнĕ Çĕпĕр çыннин Сергей Шаталовăн кĕнеки 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Обской нахлыст. Книга известного Новосибирского рыболова Сергея Шаталова 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кириллов В. В., Безматерных Д. М., Яныгина Л. В., Третьякова Е. И., Кириллова Т. В. Котовщиков А. В., Ермолаева Н. И. Факторы и показатели самоочищения реки Оби // Фундаментальные проблемы воды и водных ресурсов: Матер. III всерос. конф. с междунар. участием (Барнаул, 24-28 августа 2010 г.). — Барнаул: Изд-во АРТ, 2010. — С. 137—140.
- Расход воды у Салехарда за 1930—1999
- Лоция реки Обь 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
тӳрлет- Большая советская энциклопедия