Оо, — чăваш алфавитĕнчи вунсаккăрмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «о». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ çырулăх палăкĕсенче те тĕл пулать. Çĕнĕ чăваш çырулăхне 1933 çулта вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенчи о сасса палартма кĕртнĕ: район, орден, радио.

Тĕп чăваш сăмахĕсенче, тури чăвашсен диалектĕнче вăл пур пулсан та, о саспаллине çырмаççĕ.

  NODES
Done 1