Пифос (ав.гр. πίθοςавалхи грексен пысăк кăкшăмĕ (çÿллĕшĕпе çынран та пысăкрах пулма пултарать), апат-çимĕç — тырă, эрех, олив çăвĕ, тăварланă пулă упракан савăт. Вăл Вăтаçĕр тинĕсĕн пур тавралăхĕнче те анлăн сарăлнă, уйрăмах Эгей тинĕсĕн культуринче, Крит утравĕ те кунтах кĕрет. Пифос тăвас ĕç ăстаçăшăн çăмăл пулман.

Пифос.

Пифос — тăрăхла е çăмарта евĕрлĕ (шĕвĕр тĕплĕ), амфорана аса илтерекен пысăк тăм савăт. Анчех та пифос ытларах шĕвĕр тĕпли мар, ăна тăратса лартма майлă пулма лаптак тĕпли тĕл пулать, тата час-часах куçарса тиеме мĕллĕ пулма çÿлти пайĕнче вĕренсемпе çыхма хăлăпкасем тунă. Пифос тăватă е ултă авăрлă пулма пултарнă. Пифоса айкки ака е хăюллă эрешпе илемлетнине курма пур. Тĕсĕпе пифоссем çутă хăмăр, хăйăр тĕслĕ е хăмăр тата хĕрлĕрех пулма пултараççĕ. Миной тапхăрĕнчи Камарес тĕсĕнчи пифоссене пулăсен ÿкерчĕкĕсемпе капăрлатнă.

Пифоссене виле пытарма та хута кĕртнĕ, анчах вĕсенче чи малтанах олив çăвĕ, шыв, пыл, тăвар тата тырă тытнă. Цихагорта 47 эрех пифосĕ тупнă. Пифос çинче палăрту пичетĕ лартнă. Авалхи рим халăхĕ пифоса долий тата тинаха тенĕ. Пандоран телей кÿмен арчи те пифос пулнă имĕш. Халăх каланă тăрăх, Диоген шăпах пифос ăшĕнче пурăннă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Пандора // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Гаспаров М. Л. Занимательная Греция. – М.: НЛО, 1995
  • Chantraine P. Dictionnaire étymologique de la langue grecque. — Paris: Éditions Klincksieck, 1974. — Т. III. — P. 900.
  • Beekes R. S. P., van Beek L. Etymological Dictionary of Greek. — Leiden — Boston: Brill, 2010. — Т. II. — P. 1189-1190.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
  NODES