Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пярну (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пярну
Хула гербĕ
Пярну хулин гербĕ
Патшалăх: Эстони
Регион: Пярнумаа
Никĕсленĕ: 1251
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 4,35 (2005)
Хула лаптăкĕ: 32,22 км2
Геогр. анлăхĕ: 58°23′5″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 24°31′7″ х.т. д.

Пярну (эст. Pärnu), — Эстонин кăнтăр-анăçра вырнаçнă хули. Хула курорт, порт шутланать.

Пәрнуның пилотсыз видео 2022

Географи

тӳрлет

Пярну Эстонин тĕп курорчĕ. Балтика тинĕсĕ хĕрриннче, Пярну юханшыв тинĕсе юхса кĕрекен çĕрте вырнаçнă. Хула витĕр Ригăран Таллина каякан çул иртет. Хула урлă тата тепĕр юханшыв, Сауга, Пярну юппи юхать. Рига заливĕн çурçĕр пайĕнче вăрăм та хитре, хăйăрлă пляж пур. Ку вырăна Пярну заливĕ теççĕ. Заливра Кихну ятлă пĕчĕк утрав пур. 1838 çулта кунта пĕрремĕш пансионатсем тума тытăннă.

Таллина çитме — 120 çм майлă, Ригăна — 190 çм яхăн.

Халăхĕ

тӳрлет

Кунта (2004) 45 пин яхăн çын пурăннă, 2005 çулта — 43 528 çын.

Истори

тӳрлет

Ку пурăнмалли вырăна Тевтон орденĕ 1251 çулта никĕсленĕ. Ганза лига шутне кĕнĕ. Ливон вăрçи хыççăн Швеци аллине куçнă, Çурçĕр вăрçи хыççăн, Ништадт килĕшĕвĕ тарăх 1710 çулта Раççей империне лекнĕ, Пернов ят панă. Кунта Ганнибал Абрам Петрович, А.С.Пушкинăн ватă аслашшĕ, Аслă Петр патша юлташĕ пурăннă. Перновра Ганнибал пурăннине Давид Самойлов сăвăç поэма çырнă. Çакăн хыççăн 200 çул хушши хулара лăпкă пурнăç иртнĕ. Пярну Балтика тинĕсĕнчи вырăссен порчĕсенчен пĕри пулса тăнă, XVIII ĕмĕрте ун урлă тавара Ревель (Таллин) портĕнчен нумайрах туртарнă. 1843 çулта Пярну хӳтĕленнĕ хула пулма пăрахнă, хула курорт еннеле аталанма пуçланă.

Каçăсем

тӳрлет
  NODES