П. эрч. 222
Çулталăк
Пулнисем
тӳрлет- Консулсем: Марк Клавдий Марцелл (плебей) тата Гней Корнелий Сципион Кальв (патриций).
- Марк Клавдий Марцелл инсубрсен çулпуçне — Вертомара — вĕлернĕ. Римлянсем кельтсене çĕнтернĕ, По юханшыв бассейнĕнче çирĕпленнĕ. Цизальпа Галлине Рим харпăрлăхне кĕртнĕ. Римлянсем хастаррăн ăна колонизацилеме тытăннă.
- Антиох Тавр патнелле ывтăннă, патшалăха Гермие шанса хăварнă. Антиох Лаодика, Понт патшин Митридатăн хĕрне, качча илнĕ. Молон хăйне патша тесе пĕлтернĕ те Селевки çине кайнă, Ктесифонре чарăннă. Гермий ана хирĕç Ксенойта пысăк çарпа янă пулсан та Молон ăна çапса çĕмĕрсе, Тигр урлă каçнă та Селевкине кĕнĕ, Вавилона, Сузăна тата Дура çитиччен пĕтĕм Месопотамине ярса илнĕ.
- III Клеоменăн юратнă арăмĕ вилнĕ. Спартăра Клеомен иккĕмĕш реформа тăвать. 5 мин укçа панă мĕнпур илота ирĕке кăларнă та çав тупăшланă укçапа Клеомен 2000 гоплита хĕçпăшаллантарнă та Мегалополь çине тапăннă. Пурăнакансем Мессенине тарнă тата Клеоменпа тамăрлă пулма килĕшмен. Клеомен хулана аркатнă. Антигон вара Тегее ярса илнĕ, çăмăллăн Клеоменпе тытăçса Орхомене тата Мантинене илнĕ, унăн енне Герея тата Телфусея каçнă. Хĕлле — Клеомен, Антигон Аргосра пулсан та, Арголидăна тустарнă.
- III Клеомена Эллинсен пĕрлешĕвĕ Селласи патĕнчи çапăçура çапса аркатнă.
- Цинь тăрăмçисем Ин Чжэн Чу патшалăхне пăхăнтарнă. Янь патшалăхĕ капитуляциленнĕ. Цинь династийĕ Чжао патшалăхне тустарса ярса илнĕ.
- Çĕр чĕтреннипе Родос пучахĕ арканнă.
Çуралнă
тӳрлетВилнĕ
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаҫӑсем
тӳрлет
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |