Саломея (ивр. Шломит, 5ҫ. е 14ҫ. — 62 тата 71ҫҫ. хушши) — Иудея тикки, Иродиадапа Ирод Боэтӑн хӗрӗ, Ирод Антипа унӑн аҫа ҫурийӗ; каярах Халкидапа Пӗчӗк Арменин патши. Ҫӗнӗ Хавалӑн пайташӗ (анчах та унта ӑна Иродиада хӗрӗ пек кӑна асӑннӑ Мф. 14:6).

Саломея. Круземан Ян Адам ӳнерҫӗ ӗҫӗ. 1861ҫ. патне

Саломея тата Иоанн

тӳрлет

Саломеян амӑшне, Иродиадана, упӑшкин (Саломея ашшӗн), Филиппӑн (Ирод Боэт) тӑванепе ҫыхӑнура тӑнӑшӑн Тĕне кĕртекен Иоанн халӑх умӗнче вӑрҫса хуратнӑ. Тен, ҫавӑн пирки, ӑна хупса хурса вӗлернӗ. Марк ҫырнӑ тӑрӑх, Ирод Антипа Иоанна, «лешӗ тӗрӗс те сӑваплӑ пулнине пӗлнӗ май» (Мк. 6:20), вӗлерессипе хирӗҫ пулнӑ, апла пулин те, Ирод Антиппӑн хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче ҫамрӑк Саломея ташланӑ хыҫҫӑн Иродиада хӗрӗн пур шутне те тума сӑмах панипе хӑй сӑмахӗнчен тухайман. Хӗрӗ амӑшӗ усала вӗрентнипе Иоанна вӗлерме хушнӑ, ун хыҫҫӑн ӑна Иоанн пуҫне турилкке ҫине хурса панӑ. Анчах, Матфей ҫырнӑ тӑрӑх, Антипа хӑй те «ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, халӑх лешне пророк тесе хисепленӗ май ӑна тӗкӗнме хӑранӑ» (Мф. 14:5).

Иоанн вилемӗ Христосӗнчен маларах пулса иртнӗ тесе шутлаҫҫӗ, Иосиф Флавий вара ку 36ҫ.–ччен пулнӑ тет.

Иосиф Флавий Саломея ташши (ятне те эпир унӑн ӗҫӗсенчен ҫех пӗлетпӗр) пулман пек ҫырать, вӑл Тĕне кĕртекен Иоанна политика сӑлтавӗпе тытса чарса пуҫне касса вӗлернӗ тесе шутлать. Иосиф Флавий ҫырнӑ тӑрӑх, Ирод Антипӑна Рима хирӗҫ каварта хутшӑннӑ тесе айӑпланӑ. Иродиадана тӑванӗ (Агриппа), хӳтӗленӗвӗнче юлма ирӗк панӑ, анчах вӑл упӑшкипе (Ирод Антипапа), лешне Калигула Галлири Лугдунум Конвенарума (хальхи Сен-Бертран-де-Комменж), хӑваласа ярсан пӗрле тухса кайнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан, (39—мӗш ҫулта), Ирод Антипа чухӑна тата манӑҫа тухнӑскер, вилсе кайнӑ.

56-57 ҫҫ.-чен сыхланса юлнӑ укҫан пичӗ енчен унӑн упӑшкине Халкид Аристобулне ΒΑΣΙΛΕΩΣ ΑΡΙΣΤΟΒΟΥΛΟΥ («Аристобул патша»), хыҫал енчен — Саломеяна ΒΑΣΙΛΙΣ ΣΑΛΟΜΗΣ («Саломея патша») тесе ҫырса сӑнарланӑ.

Малтанах Саломея куккӑшне, Ирод Филипп II тетрарха качча тухнӑ. Упӑшки вилсен амӑшӗн икӗ юпӑри тӑванне, Аристобула, Халкид Иродӗн ывӑлне качча кайнӑ; унран виҫӗ ывӑл: Ирода, Агриппапа Аристобула ҫуратнӑ.

Кинематографра

тӳрлет

Литературара

тӳрлет

Кӗвӗ хайлавӗсенче

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Ольга Матич. Покровы Саломеи: эрос, смерть и история // Эротизм без берегов: Сборник статей и материалов / Сост. М. М. Павлова. — М.: Новое литературное обозрение, 2004. — С. 90—121.

Каҫӑсем

тӳрлет
  NODES