Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сауна (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Са́уна (финн. sauna) — типĕ те нӳрĕк туйăмсене тӳсме тунă пысăках мар пӳлĕм е çурт. Пăслă вĕри сывлăшра мунча кĕрекенсем тарлаççĕ.

Çыран хĕрринчи сауна.
Хальхи сауна.

Сауна иккĕ тĕрлĕ пулать: 1) ахальхи саунăра сывлăша вĕрилетеççĕ; 2) инфрахĕрлĕ сауна. Инфрахĕрлĕ саунăра вĕрилетме тĕрлĕ материала (йывăç кăмрăкĕ, хастар углерод сӳсĕ, урăх материал) усă кураççĕ.

Саунăна «хуралла» та, «шурăлла» хутаççĕ. Халĕ хваттерсене электрика кăмакисене лартаççĕ.

Статистикăпа, Финляндире кашни иккĕмĕш хваттерте, кил-çуртра сауна пур. Хваттерте хăйĕн сауни çук пулсан, çуртри цоколь е нӳхреп этажĕнче пĕрлехи сауна вырнаçнă. Пурĕпе çĕршывра 2 мильона яхăн сауна — 5 мильон çын валли — ĕçлет.

Финляндире сауна — сису, Калевала тата Сибелиус пекех — наци символĕ тата халăх культури уйăрайми пайĕ шутланать

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Чи малтанах сауна тесе шăрăха çити вĕрилетмелли пӳлĕмлĕ çурта палăртнă. Кăмакари вут-çулăм çӳлерех вырнаçтарнă ăшă тытакан чулсене хĕртнĕ. Тĕтĕмлĕ саунăна (Раççейре — «хура» мунча) мăрье лартман, хутнă чухне тĕтĕмĕ хушăксем витĕр тухнă. Пăс пӳлĕмĕнче çӳлĕк çине ларса, чул çине шыв сапса тар юхтарнă. Тарласа чӳхеннĕ хыççăн супăьпе мучалапа çăвăннă. Хальхи кунсенче пăс пӳлĕмĕ çумне уйрăм пӳлмек (мунча умĕ) тăваççĕ.

Саунăна çăвăнма çеç усă курман, хĕрӳ сывлăшпа тĕтĕм микробсене пĕтерме пултарнине пула (таса тата стериллĕ пулнипе) кунта чирлĕ çынсене сипленĕ, ача çуратнă. Çаплах саунăра салат хатĕрленĕ, Анăç Финляндире аш-пăша тĕтĕмлетнĕ. Çĕнĕ çĕрте пӳрт лартас умĕн мунча тунă та кил йăвине çавăрассичен унта пурăннă. Сауна çаплах канăç вырăнĕ пулать.

Вутăпа хутмалли тĕнчери чи пысăк мунча — Merisotakoulu финн çар-тинĕс шкулĕн сауни. Ăна 1904 çулта Суоменлиннара туса лартнă. Пăс пӳлĕмĕн лаптăкĕ — 65 m², маччи 5 метр çӳллĕш. Сентресем çине 180 çын вырнаçма пултарать. Сауна халĕ те вĕренекенсемпе вĕрентӳçсем вали ĕçлет. Хальхи вариант - сауна Агора, вăл Sandhornøya тăвĕ çинче (Норвеги) вырнаçнă, унта 100 çын çăвăнпа пултарать.

Тĕнчери чи тарăн саунăна Пюхясалми шахтинче, 1 405 м. тарăнăшĕнче, туса лартнă, унтах апатлану пӳлĕмĕ пур.[1]

Конструкцисем

тӳрлет

Кун-çулĕ

тӳрлет
 
Хура мунчан мăрьи çук.

Конструкци енĕпе сауна финн культурипе тачă çыхăннă. Вăрман касса çунтарса çĕр ĕçленĕ йăлапа пурăнмалли вырăна пĕрмаях улăштарма тивнĕ, çавăнпа та мунчана хулари пек мар тумалла пулнă. Авалхи саунăна хуралла хутнă, тĕтĕмĕ пӳлĕмпех саралнă, пайĕ йывăç пăрăхпа е хӳмери шăтăкпа тулалла сӳрĕлнĕ.

Пĕрлехи сауна

тӳрлет

Халăх хулара чылайланнă май, 1800-мĕш çулсен вĕçĕнче, пĕрле çăвăнмалли мунча тăвас ыйту хĕрсе çитнĕ. Вут-кăвар алхасса каясран хулара сауна сахал тунă. Укçа парса кĕмели саунăсем ĕçленĕ, анчах та вĕсен шучĕ 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче ӳксе пынă. Вĕсем вырăнне çуртсенче, 1960-мĕш çулсен вĕçĕнче хваттерсенче тума тытăннă.

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Yhä syvemmälle kultaa kaivamaan — HS.fi — Ulkomaat 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет
  NODES
Done 1