Смог
Смог (акăл. smog smoke (тĕтĕм) тата fog (тĕтре)[1]) — халăх хуçалăхĕн объекчĕсем (хапрăк-савут, транспорт) ĕçленине пула тухакан атмосферăри пулăм[2].
Чи малтанах кăмрăка нумай çунтарнипе пулан тĕтĕме (тĕтĕмпе сера диоксичĕн хуташĕ ) смог тенĕ. 1950-мĕш çулсенче Калифорнире Хаген-Смит пĕрремĕш смогăн çĕнĕ тĕсне — фотохимиллине çырса кăтартнă, вăл сывлăшра çакнашкал варалакан япалăхсен хутăшĕнчен тытăнса тăрать:
- азот йӳçлекĕсем, тĕслĕх: азот диоксичĕ;
- тропосферăри (Çĕр çумĕнчи) озон;
- вĕçекен органика япалалăхĕсем (бензин, ирĕлтерекенсем, пестицидсем тата урăх химикатсем пăсланни);
- йӳçĕлсе кайнă нитратсем.
Смог пуçтарăннă вырăнсем
тӳрлетÇутçанталăкра климат улăшăннине пула тата пысăк хуласенче тата индустриллĕ центрсенче сывлăш вараланнипе смог пулать. Смог уйрăмах çулталăкри ăшă тапхăрсенче (хĕвеллĕ çилсĕр çанталăкра çӳлти ăшă сывлăш сийĕсем аялтан хăпаракан таса мар сывлăша чараççĕ) сиенлĕ шутланать. Çак пулăм айлăмра е тусем хушшинче вырнаçнă хуласенче тăтăшах тĕл пулать.
Смог ярса илнĕ тачă-тачă йышлă хуласем: Лондон, Лос-Анджелес, Мехико, Афин, Гонконг, Пекин, Мускав т. ыт.
Лондон
тӳрлетМускав
тӳрлет- 2002 çулха çурла уйăхĕнче Мускав облаçĕнче торф çуннине пула Мускава тĕтĕм ярса илнĕ. Темиçе эрне тăнă.
- 2010 утă-çурла уйăхĕсенче çутçанталăк аномалине пула (35—39 Цельси градусĕ таран шăрăх, çумăр çуккине, Вăтам Азирен кăнтăр-тухăç мăран çил вĕрнипе…), Мускавра ситуаци хĕрӳленнĕ. Тĕтĕм хуларан 100 км радиуса çити саралнă. 100 метр çити çеç курма пулнă. Сывлăшра тĕтем шăрши туйăннă. Санэпиднадзор пĕлтернипе, сĕрĕм 6,6 хут, вĕçекен япалалăхсен 2,2 хут нормăран ытларах пулнă, кăмрăкамăшсен концентрацийĕ 6,2 миллиграмм пĕр кубметр çине шутланнă.
Çутçанталăкра пулакансем
тӳрлетСмог çаплах вулкансем пĕрхĕннĕ чухне сывлăшра серăллă газăн концентрацийĕ хăпарса кайсан, пулса каять. Çак вулканран пулнă смога акăл. vog теççĕ.
Индонезире çунан вăрмансенче смог евĕрлĕ тĕтĕм тухать, вăл Малайзи, Филиппин, Сингапур тата Таиланд территорине куçса çитет.
Çав. пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Как смог влияет на организм? Рекомендации медиков. РИА Новости (2007-08-21). Тĕрĕсленĕ 19 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Константин Ранкс Грязный хуже теплого. Как глобальное потепление затмило другие проблемы экологии. Московский Центр Карнеги (2016-09-15). Тĕрĕсленĕ 19 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017.
- ^ Политехнический словарь / А.Ю. Ишлинский. — 3-е изд., перераб. и доп.. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1998. — ISBN 5-85270-264-1