Алан Тьюринг – (03.06.1912, Лондон, Англи- 07.06.1954, Вилмслоу, Чешир, Англи) - математика, логика, криптография, информатика енĕпе ĕçленĕ ăсчах. Тьюринг машинине тата Тьюринг тестне шутласа кăларакан. Лондон король пĕрлĕхĕн пайташĕ[1].

Тьюринг Алан
Alan Mathison Turing

16 çулта.
Çуралнă вăхăт: 03 çĕртме 1912
Çуралнă вырăн: Лондон Англи
Вилнĕ вăхăт: 07 çĕртме 1954
Вилнĕ вырăн: Вилмслоу, Чешир, Англи
Патшалăх:

Аслă Британи

Ăслăх сфери: математика, логика, криптографи, информатика
Альма-матер: Король колледжĕ, Кембридж, Принстон университечĕ
Паллă вĕренекенсем: Робин Ганди
Паллă: Тьюринг машинине тата Тьюринг тестне шутласа кăларакан
Чыславсемпе парнесем


Британи империн орденĕн кавалерĕсем (вăрçă)
Британи империн орденĕн кавалерĕсем (вăрçă)
,

Вăл 1936-мĕш çулта сĕннĕ абстрактлă Тьюринг машини алгоритм ăнлавне формализациленĕ [2], хальхи кунччен ăна нумай теорипе практика ĕçĕсенче усă кураççĕ. А. Тьюрингăн ĕçĕсем  информатика (çав шутра искусствеллă интеллект теоринче) пысăк выран йышăнаççĕ[3].

2-мĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Тьюринг Блетчли-паркĕнче вырнаçнă Патшалăх çыхăнăвен центрĕнче ĕçленĕ. Унта Тĕнел çершывĕсен кочĕсемпе шифрĕсене уçма тăрашнă. Вăл нимĕç тинĕç-çар флочĕн çыхăну пĕлтĕвĕсен криптоанализне ертсе пынă. Тьринг темиçе меслет шутласа тупнă, çăв шутра нимĕçсен Enigma шифраторĕн кодне уçакан Bombe машинин теори базине.

«Bombe» дешифровка машини

Пичетленĕ ĕçĕсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Тьюринг, Алан — БСЭ
  2. ^ (1955) «Alan Mathison Turing. 1912–1954». Biographical Memoirs of Fellows of the Royal Society 1: 253. DOI:10.1098/rsbm.1955.0019.
  3. ^ [1]. — 2001. — ISBN 0-387-95055-9
  NODES