Хакаси е Хакас Республики (хак. Хакас Республиказы, выр. Республика Хакасия), — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унăн йышĕнчи республика (патшалăх)[1][2]. Хакас-Минусин лакăмĕнче вырнаçнă, Саян-Алтай сăртлăхĕн çурçĕр-анăç енĕсенче лартнă (Кăнтăр-Çĕпĕр туçи агроландшафтлă ен)[3].

Хакас Республики

Хакас Республиказы

Хакас Республикин ялавĕ Хакас Республикин гербĕ
Тĕп хули Абакан
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

46

61 100 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

71

530 233 çын патнелле (2023)
8,61 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Çĕпĕр федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Тухăç-Çĕпĕр экономика районĕ
Регион номерĕ 19
Патшалăх чĕлхисем хакасла, вырăсла
Пуçлăх Коновалов Валентин Олегович
Гимн Хакас гимн
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0700

Çĕпĕр федераци тăрăхне кĕрет. Тухăç-Çĕпĕр экономика районĕн пайĕ.

Тĕп хула — Абакан хули.

Хакас Республики çурçĕрпе тухăç енче Красноярск Енпе, кăнтăр енче Тывапа, кăнтăр-тухăç енче Алтай Республикипе, анăç енче Кемĕр облаçĕпе чикĕленет.

1923 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Енисей кĕпĕрнин Хакас уесĕ пекех йĕркеленĕ (1925 çултан Çĕпĕр Енĕнчи, унтан Анăç-Çĕпĕр Енĕнчи Хакас тăрăхĕ пекех). 1930 çултан Анăç-Çĕпĕр Енĕнчи Хакас автономиллĕ облаçĕ, 1934 çултан Красноярск Енĕн йышне кĕнĕ.

1991 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче РСФСР-н йышĕнчи автономиллĕ облаç автономиллĕ республикăна туса улăштарнă. 1992 çулхи пуçламăшра хальхи ята илнĕ — Хакас Республики.

Патшалăх чĕлхисем: хакасла тата вырăсла. Таптып районĕнче шор чĕлхи сарăлнă.

Географи

тӳрлет

Республика кăнтăр-хĕвелтухăç Çĕпĕрте вырнаçнă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç енче Красноярск Енпе, кăнтăр-хĕвелтухăçпа кăнтăр енче Тывапа, кăнтăрпа кăнтăр-хĕвеланăç енче Алтай Республикипе, хĕвеланăçпа çурçĕр-хĕвеланăç енче Кемĕр Облаçĕпе чикĕленет. Çурçĕртен кăнтăрта 460 км, тухăçран анăçра сарăлса выртать. Тусем (Кузнецк Алатау сăртлăхĕн тата Абакан ту хырçин хĕвелтухăç тайлăмĕсем) иккĕ-виççĕн пайĕ пурте Хакасин территорийĕнче вырнаçать тата республикăн çутçанталăк чиккисем пулса тăраççĕ. Кызлясов пикĕ чи çӳллĕ вырăн. Урăх территори лаплă, ăçта Минусинск лупамĕ выртать. Чи пысăк юханшын ку Енисей, ытти юханшывсем: Абакан, Томь, Шурă Июс, Хура Июс тата Чулым (Енисей тата хĕвелтухăç тусем хушшинче), пурте вĕсем (Абакансăр кăна) Обь бассеинĕ пайĕ. Республикăра ытла виçĕ çĕр кӳлĕсем пур, темĕнле тăвар тата тăварсăр. Климат континентлĕ. Кунта тимĕр, ылттăн, кĕмĕл, кăмрăк, нефть тата çутçанталăк газĕ çăлкуçĕсем пур. Хакасире чи пысăк Раççейре молибдениум çăлкуçĕ пур. Кăнтăрта, хĕвеланăçра вăрмансем ӳсеççĕ.

Кунçул

тӳрлет
 
РФ, ХР 10 тĕнке, реверс

VI-мĕш ĕмĕрте хальхи Хакасин территорийĕнче Енисей Кăркăссен патшалăхĕ пулнă. XIII-мĕш ĕмĕрте, кăркăссене монголсем çĕнтернĕ тата ытла кăркăс халăхĕ Вăта Азире миграциленĕ, ăçта вĕсем хальхи Кăркăсстанта пурăнаççĕ. Хакассем юлашки кăркăссен (Çĕпĕрте пурăнакан) уйрăлтанă. Раççей патшалăхĕнче хакассем Пётр I вăхăчĕнче (16821725) кĕнĕ[4].

Çак пĕрлештерни, Буря килĕшĕвĕпе Раççей тата Китай хушшинче, 1729 çулта çырнă. Раççей Европа пайĕнчен преступлени тăвакансемшĕн Хакасире Раççей влаçĕ нумай ялсем тунă (1707 - 1718). Нумай вырăнти хакассем, вĕсен куçан традици пурнăçĕрен, вырăс православире хĕрестленĕ. 1917 çулта, Раççей революцийĕ хыççан, вырăссем Хакасире çур халăх пулнă. 1930 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче кунта Совет влаçĕ кайнă чухне, Хакас Автономиллĕ облаçне (Красноярск Енче) йышăннă. 19201930 çулсенче Хакасире яхăн 250 пин вырăссем кайнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланă чухне, кунта 10 пин атăлçи нимĕçсем депортациленĕ. 1959 çулхи Халăх йыш çырăвĕпе Хакас облаçĕнче пĕчĕкрех 10% хакассем пулнă.

1991 çулта Хакас АО Красноярск Енчен тухнă та Раççей Федерацийĕнче Хакас Совет Социализм Республики пекех тепĕр кайнă. 1992 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Хакас Республики ятне улăштарнă.

Административлă пайлани

тӳрлет
 
ХР районĕсем

Хакас Республикинче 8 район (хак. аймағ) тата 5 хула тăрăхĕ пур. Тĕп хула - Абакан.

Хула тăрăхĕсем

тӳрлет

Районсем

тӳрлет

Влаç органĕсемпе политика

тӳрлет

Чи мăн нормативлă-тивĕç-ирĕк акт ку Хакас Республикин Конституцийĕ[5]. Вăл 1995 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче ХР Мăн Канашĕпе йышăннă.

Хакасин Пуçлахĕ

тӳрлет

Халĕ, Хакас Республикин пуçлăхĕ - Коновалов Валентин Олегович[6].

Пуçлăхсен ят-йышĕ

тӳрлет
Республика Пуçлăхĕ Ĕç вăхăчĕ Çыравчăксем
1 Торосов Владислав Михайлович Утă, 2 1991Нарăс, 5 1992 Хакас ССР Халăх депутачĕсен Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ пекех
2 Смирнов Евгений Александрович Нарăс, 6 1992Кăрлач, 8 1997 ХР министрсен кабинечĕ председателĕ пекех[7]
3 Лебедь Алексей Иванович Кăрлач, 9 1997Кăрлач, 14 2009 ХР правительствин председателĕ пекех
4 Зимин Виктор Михайлович Кăрлач, 15 2009Юпа, 3 2018 ХР пуçлăхĕ пекех
Развожаев Михаил Владимирович Юпа, 3Чӳк, 15 2018 ХР вăхăтлă пуçлăхĕ пекех, 2020.10.2 Севастопольăн пуçлăхĕ
5 Коновалов Валентин Олегович Чӳк, 15 2018 — хальхи вăхăтра ХР пуçлăхĕ пекех — ХР правительствин председателĕ пекех[8].

Халăх

тӳрлет

Халăх йыш çырăвĕсемпе: 2010 çулта кунта 532 403 çын пурăннă, 2002 - 546 072 çын, 1989 - 568 605 çын.

Халăхсем

тӳрлет
 

2021 çулхи Пĕтĕм Раççей çырăвĕпе[9] вырăссем 82.1% республика халăхĕ пулнă, хакассем 12.7% кăна. Ыттисем: нимĕçсем (0.7%), тувинсем (0.5%), украинсем (0.4%), тата ытти пĕчĕк халăхсем.

Халăх йышĕ

тӳрлет
Халăх
ушкăнĕ
1926 çырăвĕ 1939 çырăвĕ 1959 çырăвĕ 1970 çырăвĕ 1979 çырăвĕ 1989 çырăвĕ 2002 çырăвĕ 2010 çырăвĕ 2021 çырăвĕ1
Йыш % Йыш % Йыш % Йыш % Йыш % Йыш % Йыш % Йыш % Йыш %
Хакассем 44,219 49.8% 45,799 16.8% 48,512 11.8% 54,750 12.3% 57,281 11.5% 62,859 11.1% 65,421 12.0% 63,643 12.1% 55,144 12.7%
Вырăссем 41,390 46.6% 205,254 75.3% 314,455 76.5% 349,362 78.4% 395,953 79.4% 450,430 79.5% 438,395 80.3% 427,647 81.7% 356,325 82.1%
Нимĕçсем 46 0.1% 333 0.1% 10,512 2.6% 10,547 2.4% 11,130 2.2% 11,250 2.0% 9,161 1.7% 5,976 1.1% 2,831 0.7%
Тувинсем 21 0.0% 97 0.0% 188 0.0% 271 0.1% 521 0.1% 494 0.1% 936 0.2% 2,051 0.5%
Украинсем 836 0.9% 7,788 2.9% 14,630 3.6% 9,480 2.1% 10,398 2.1% 13,223 2.3% 8,360 1.5% 5,039 1.0% 1,800 0.4%
Ыттисем 2,381 2.7% 13,535 5.0% 22,841 5.6% 21,497 4.9% 23,351 4.7% 28,578 5.3% 24,241 4.54 20,473 3.9% 15,630 3.6%
1 8,689 халăхсăр çыракансем.[10]

Экономика

тӳрлет

Хакасире тĕп индустри ку кăмрăк, руда тата йывăç тупни.

Çавăн пек пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ. 1 сыпӑк 5 статья 1 тата 2 пункт:
    1. Раҫҫей Федерацийӗ республикасенчен, крайсенчен, облаҫсенчен, федераци пӗлтерӗшлӗ хуласенчен, автономиллӗ облаҫран, автономиллӗ округсенчен — Раҫҫей Федерацийӗн пӗр тан правӑллӑ субъекчӗсенчен тӑрать.
    2. Республика (патшалӑх) хӑйӗн конституцийӗпе саккунлӑхӗ пур. Край, облаҫ, федераци пӗлтерӗшлӗ хула, автономиллӗ облаҫ, автономиллӗ округ хӑйӗн уставӗпе саккунлӑхӗ пур
  2. ^ Самойлова Г.С., Горячко М.Д., Торбостаев Т.М., Прокинова А.Н., Кызласов И.Л., Павлинов П.С Хака́сия. — Мускав: Научное издательство «Большая российская энциклопедия», 2017. — Т. 33. Уланд - Хватцев. — 35000 экз. — ISBN 978-5-85270-370-5
  3. ^ Общие сведения - Правительство Республики Хакасия (выр.).
  4. ^ Surviving Post-Socialism: Local Strategies and Regional Responses in Eastern Europe and the Former Soviet Union
  5. ^ Конституция Республики Хакасия. Гарант. Тĕрĕсленĕ 18 Ака уйӑхӗн 2017.
  6. ^ Коновалов вступит в должность главы Хакасии 15 ноября 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. ТАСС, 14 ноября 2018 года
  7. ^ World Statesmen.org.
  8. ^ Коновалов вступит в должность главы Хакасии 15 ноября 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. ТАСС, 14 ноября 2018 года
  9. ^ Национальный состав населения. Росстат. Тĕрĕсленĕ 30 Раштав уйӑхӗн 2022.
  10. ^ Перепись-2010: русских становится больше 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Хакаси


  NODES