Хоккей, — (акăл. hockey, авал фр. hoquet сăмахран — кукăр вĕçлĕ кĕтӳç туйи ), — икĕ ушкăн хытă пӳскепе е шайбăна (пĕчĕк лаптак çаврăшка) клюшкăпа хирĕç ушкăн хапхине çапса кĕртес тĕллевпе ăмăртакан вăйăсен пĕрлĕхĕ. Кашни ушкăнра пĕр хоккеисчĕ хăйсен хапхине сыхлать.

Хоккеистхоккей вăййине вылякан спортсмен. Вăйăна хоккеистсене тренер хатĕрлет. Хоккеистăн вăйă тумтирĕ (аммуници) пур. Çав тумтир вăйă вăхăтĕнче хӳтĕлет. Пуçа çĕлем тăхăнаççĕ. Чавсасем, чĕркуçсем çине хӳтĕлевсем çыхса хураççĕ. Хоккей тумтирĕсене тăхăнсан, хоккеист ĕлĕкхи Рим империнчи гладиатор пекех курăнать. Пăр çинче чупма, ярăнма урасене тăркăч тăхăнаççĕ. Кашни вылякан хоккеистăн хăйĕн клубĕ пур. Хоккетстпе спорт клубĕ хушшинче килĕшсе çырнă хут пур. Хоккей вылянине халĕ Раççейре ĕç вырăннех шутлаççĕ. Клуб хоккеиста шалу (ĕç укçи) тӳлет. Вăйă вăхăтĕнче е хатĕрленнĕ чухне хоккеист амансан е чирлесен клуб хăйĕн укçа шучĕпе ăна сиплесе ура çине тăратать. Тепĕр клуба куçнă чухне виçĕ енлĕ килĕшӳ хучĕ çыраççĕ: икĕ клуб тата хоккеист хушшинче. Хоккеистăн юридици ĕçĕсене агент тытса пырать, пăтăрмахсенче суд тăрăх хӳтĕлет.

Хоккей тĕсĕсем

тӳрлет


  NODES