Надстрочный текстЧе́хсем (чех Češi) — анăç славян халăхĕ, Чехи патшалăхĕн тĕп халăхĕ. Пур йышĕ 12 млн ытла. Чех чĕлхипе калаçаççĕ.

Халахăн чылай ушкăнĕ Францире, Аслă Британире, АПШ-ра, Словаки-ре, Хорватире, Австрире тата Польшăра пурăнать.

Халăхăн кун-çулĕ

тӳрлет

Чехсем Богеми, Морави тата Силеси территоринче VI ĕмĕрте пурăннă славян йăхĕсенчен пулса кайнă. Пĕрремĕш славян Само патшалăхĕ (ăна 622 çулта никĕсленĕ) хальхи Морави территоринче вырнаçнă пулнă. Халап йĕрĕпе, чех халăхĕ хăйĕн халăхне Ржип тăвĕ çине илсе çитернĕ халаплă Чехран пуçланса кайнă.

Паллă чехсем

тӳрлет

Историри ĕçтĕшĕсем

тӳрлет

Чи паллă чех патши — Карл IV, вăл çаплах Таса Рим империн астулĕнче ларнă. Урăх паллă çынсенчен Çĕнетӳ ĕçченне Ян Гуса тата педагог-гуманиста Ян Амос Каменскине асăнмалла.

Ӳнерлĕх ĕçтĕшĕсем

тӳрлет

Чехсем хушшинче тĕнче ӳнерлĕх шайĕнчи ăста чылай. Ярослав Сейферт сăвăçă Нобель литература парнине тивĕç пулать. Чех халăхĕ шутне Бедржих Сметана тата Антонин Дворжак композиторсем, Альфонс Муха ӳнерçĕ, кинорежиссёр Милош Форман кĕрет.

Спортсменсем

тӳрлет

Чехи Республикихоккей патшалăхĕ. Паллă хоккеисчĕсем — Доминик Гашек тата Яромир Ягр. Çаплах паллă спортсмен-чехсем теннисистсем: Иван Лендл тата Мартина Навратилова; çăмă атлет Эмиль Затопек; футболистсем Йозеф Масопуст тата Павел Недвед.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
  NODES
os 2