The Beatles («Битлз») — Британи рок-группи Ливерпуль: Джон Леннон (ритм-гитарă, вокал), Пол Маккартни (бас-гитарă, вокал), Джордж Харрисон (соло-гитарă, вокал), Ринго Старр (параппан, вокал). Çаплах ушкăнра пуçламăшĕнче Пит Бест (параппан, вокалпа) Стюарт Сатклифф (бас-гитарă, вокал) пулнă. Ку ушкăн, ытармасăр каланипех, рок-мусăка çӳле хăпартса янă. Битлзсем рока улăштарса, лайăхлатса пырса, хăйсен юррисене итлеме те, концертсене пыма питĕ нумай халăха юраттарнă, çавăнпа The Beatles мусăкĕ XX ĕмĕрти чи вăйлă та стайлă композици ĕçĕсем йышне кĕрсе юлнă. Капăр тумланнă, хăйсене сцена çинче питĕ илемлĕ тытнă мусăкçăсем 1960-мĕш çулсенчи çынсен чунне те, культурăна та питĕ тарăн юлнă. 1970 çулта ушкăн вара саланса кайнă.

Beatles 1964-çулта
Рок-н-ролл, рок
1960 çул—1970 çул
Англи
Ливерпуль
Леннон Джон, Маккартни Пол
Харрисон Джордж, Старр Ринго
http://www.beatles.com/

Кун-çулĕ

тӳрлет

Пуçламăшĕ: 1956—1960 çç.

тӳрлет

Битлз ушкăнĕ 1950 çулсенче рок-н-ролл жанрĕнчен пуçланса кайнă. Çуркунне 1956 çулта Джон Леннон (1940—1980) пĕрремĕш хут Элвис Преслин «Heartbreak Hotel» юррине илтнĕ. Çак юрă, хăй каласа панипе, унăн пĕтĕм пурнăçне улăштарса янă. Çав вăхăтрах Джон тута купăсĕ тата банджо çинче выллянă, ку юрра илтсен вара гитарăпа выляма вĕреннĕ, шкул юлташĕсемпе «The Blackjacks» ушкăн йĕркеленĕ, кайран ăна Quarry Bank (шкул ячĕ евĕр) The Quarrymen ят панă. Куорримен скиффл çинче выллянă — хăйсене вара тедди-бойсем майлă тытнă.

1957-мĕш çулхи июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Леннон 15 çулхи Пол Маккартнипе паллашнă. Ун чухне Маккартни аккордсене тата юрăсен сăмахĕсене пĕлнĕ, çак ĕнтĕ Леннон чĕрине кĕнĕ, сăмахран, («Twenty Flight Rock» Кокран, Эдди) юррине, Пол тата пианинă çинче выллянă. Çуркунне 1958 çулта кĕркунне Пол шкул юлташĕ, Джордж Харрисон (1943—2001), ушкăна килнĕ. Çак виççĕ çамрăк каччă ушкăна туса хунă, ыттисемшĕн вара рок-н-ролл вăхăтлăх киленӳ çеç пулнă, вĕсем тепĕртакран тухса кайнă.

Quarrymen группа туйсенче, кафе-ресторансенче выллянă, концертсем паман, пластинкăсене кăларман (1958 çулта çеç иккĕ юрă пластинкине çырнă); темиçе хут саланса тепре пуçтарăннă (сăмахран, Харрисонăн хăйĕн ушкăнĕ те пулнă). Леннон тата Маккартни, Бадди Холлипн Эдди Кокран пекех, хăйсен юррисене çырма твтăнаççĕ. 1959 çул вĕçĕнче ушкăна Леннонăн арт-колледжри юлташĕ, çамрăк ӳкерçĕ Стюарт Сатклифф килнĕ. Сатклифф аванах выляманшăн Маккартнине килĕшмен. Параппанçă çукки ăна питĕ кулянтарнă.

Вăл вăхăталла ушкăн Ливерпуль музыкă пурнăçне кĕресшĕн пулнă, анчах та ушкăнă ним майлă та телей килмен. 1959 çул пĕтмĕшĕнче ушкăн ятне «Johnny and the Moondogs» çине улăштарнă, аначах та кайран тата урăх ятсем те пулнă. «The Beatles» тесе ака 1960 çулта ят пулса тухнă. Сатклифф па Леннон уна шутласа кăларнă пек туйăнать. Леннон калашне, тĕлĕкре: «Кукăль çинче тăракан çин мана каларĕ: „beetles“ пултăр тесе». Beetles («жук») иккĕллĕ ильтĕнмеç; анчах та «e» «a» çине улăштарнă хыççăн, илтен «beetles», çирсахунине вуласан куран вара «beat» (бит-музыкă). Малтан ячĕ ытла кĕске пек туйăннă, çавăнпа малтан ячĕ — «Long John and The Silver Beetles» пулнă. Ака 1960 çулта The Beatles 1-мĕш турнене Шотланди тăрăх Джонни Джентла пулăшма кайнă.

Гамбург (1960—62)

тӳрлет

1960 çулта çулла The Beatles Гамбурга кайнă. Контракт пурри пирки парапан çинче выллякан Бест, Пита илне. 16 çурла The Beatles Англинчен кайнă, тепĕр кунне концерт «Indra» клубра пулнă, юлашки икĕ уйăх «Kaiserkeller» клубра выллянă.

Пурнăçĕ ытлах лайăх пулман, пурте пĕр пĕчĕк комнатрă пурăннă. Питĕ нумай мюрăсем выллянă, рок-н-ролл анчах мар (Литл Ричард, Берри, Чак, Перкинс Карл и др.), выллянă блюз, ритм-энд-блюз, халăх юррисене, джаз. Нимĕçсем валли выллянă чух ушкăн тупнă вара нимĕçсене пите саслă та хăйюллă юрăсем килĕшнине.

Гамбургра ушкăн телейĕпе Астрид Кирхерр па Клаус Фоорманпа тусланнă. Кирхерр Сатклиффа хĕрĕ пуллса тăнă. Вара тепре битлссем Гамбурга килсен 1961 çулта çуркунне, Астрид вĕсене çӳçе урăхла хума каланă — хăлха çине те малалла çамка çине, кăшт кайрантарах — воротниксăр пиджак Карден, Пьер модă майлă.

1960 çулта чук уйăхĕнчен пуçласа Ливерпульте The Beatles чи нумай халăх пуçтарма пуçланă. Анчах та Rory Storm and the Hurricanes вĕсенчен нумайрах халăх пухнă. The Beatles вĕсен парапан выллякан Ринго Старр çине куç хунă (Чăн ячĕ — Ричард Старки), унпа вара хăвăрт туслашса кайнă.

Ака 1961 çулта Кемпферт, Берт Тони Шеридан валли çирнă пластинкăра, сингл «My Bonnie / The Saints» тухнă — Тони Шеридан па … «The Beat Brothers». Нимĕç сем валли The Beatles ятне улăштарнă. Сатклифф юлнă Гамбургра тепĕр çултан, Ака 10-мĕш ре 1962 çулта, Сатклифф вилсе пуçа юн çапнă пирки.

1961 çултан çуркунне майĕпен, çурларан пĕрмай, The Beatles ливерпульти «Cavern» клубра концертсем пама пуçланă. 1961-1962 çулсенче The Beatles унта 262 хут выллянă, юлашки хут çурла 3-мĕш 1962 çулта[1]. Утă 27-нче «Litherland Town Hall» концерт пулнă, ун хыççăн Ливерпульти хаçатсем Битссене чи лайăх рок-н-ролл ушкăнĕ тесе каланă.

Чӳк 1961 çулта Брайан Эпштейн The Beatles 1-мĕш менеджере пулса тăнă.

Пĕррĕмĕш контракт (1962)

тӳрлет

Вăхăтран Брайан Эпштейн Parlophone Джордж Мартин менеджерĕпе паллашнă та, итлеттернĕ Abbey Road студинче çĕртме 6-нче. Битлс юррисем Джордж Мартина килĕшмен, анчах та çиннысем питĕ килĕшнĕ. Кайран Мартин каласа вĕсем çинчен: стайĕ те пурчĕ те çук чĕ, анчах та çамрăк ачасем пите килĕшрĕç тесе. Анчах та ĕçне те тунă, ушкăна контракт панă.

Джордж Мартина Пит Бест пачта килĕшмен. Вара Мартин Брайан Эпштейна каланă урăх парапан выллякана тупма. Бест Эпштейна итлемен, хăйăн çуçне Битлс майлă хумас тенĕ. Юлашкинчен, 1962 çулта çурла 16-нче Брайан Пит Беста «The Beatles» ушкăнран кăларса пенĕ. Ун вырăнне Ринго Старр (Ringo Starr) кĕнĕ.

Чи 1-ĕш çирнă юрă — «Love Me Do», 1962 çулта юпа 5-нче тухсан 17 мĕш вырăна хăвăрт çитне. (Америкăра çак юрă 1964 çулта çу уйăхăнче 18 уйăх çулте тăнă). Пите чейе пулнă çин, Брайан Эпштейн 10 пин пластинкă хăйăн укçипе илсе, хăпартса ярса çак юрра! Телевисăрпа «The Beatles» 1962 çултах юпа 17-нче кăтартса «People and Places» программăра. Хăвăрт ушкăн «Please Please Me» юрă çирчĕç, вăл вара 1963 çул пуш 22-нчен пĕррĕмĕш иккĕмĕш вырантан айя кайман.

Нарăс 11-нче 1963 çулта «The Beatles» пĕр хутра, 12 хушшинче, çирчĕç «Please Please Me» альбом. Ака 12-нче тухса хит-парадра 1-мĕш вырăна ларса 5 уйăха. 1963 çулти юпа 13-ше 1963 «битломани» текен феномен пуçланче. «The Beatles» ушкăн Лондăнри «Palladium»-ра концерт парса, вара ку концерта телевизăрпа «Sunday Night At The London Palladium» текен программă пĕтĕм Англине кăтартса. 15 миллион халăх пăхса вĕсене телевизăрпа, çав вăхăхăтра темиçе пин çамрăксем Палладиум еритавра пуçтарăнса Битлс ушкăна пурнăçра курас тесе. Полици пулман пулсан Битлссем хăйсен машинне ларимасчĕç.

Чӳк 22 иккĕмĕш альбом «With The Beatles» тухса. 14 юрăран саккăр хăйсен юррисем, унтах «Don’t Bother Me» — Джордж Харрисон 1-мĕш юрри. 1965 çулта 1 миллион ытла сутнă куна вара.

Америкă тата битломани (1963—64)

тӳрлет

1963 çулта рекорд хыççăн рекорд çапнă кусем, анчах та америкăра ушкăн юрăсем тухсан та чартсене кĕреймен.

1963 çулта «I Want To Hold Your Hand» юрă Америкăра тухса. Англинче вăл тухсасăнах 1-мĕш вырăна тăнă. Ку юрра илтнĕ хысçăн «The Sunday Times» хаçат критикĕ Ричард Баккл раштав 29-нче Леннонпа МакКартнине «Бетховен хысçăн чи вăйлă композитăрсем» тенĕ. 1964 çулта кăрлач 18-нче «I Want To Hold Your Hand» юрă америкăра «Cash Box» шурналта 1-мĕш вырăна тухса, Billboardра вара 3-мĕш вырăна. 20 января американская фирма Capitol кăрлач 20-нче кăларч «Meet the Beatles» альбом, нарăс 3-нче юрри те альбоме те «ылтăн» пульчĕç СШАра . Çу уăйăхăнче США хит-парадĕнче 1-мĕш пилек вырăнсенче «The Beatles» юррисем анчах пулнă.

 
Нарăс 7-ше 1964 çул, США

Пуш 2-нче «The Beatles» хăсен пĕррĕмĕш кино тума пуçларĕç «A Hard Day's Night (фильм)». Çĕртме 4-нче квартет ют çĕршывсем тăрăх кайнă. Дани, Голланди, Гонконг, Австрали. Лондона утă 2-нче таврăннă та 3 куетан «A Hard Day's Night (фильм)» тухнă. Часах альбом тухнă. Çурла 19-нче «The Beatles» США тăрăх концертсем панă. 32 кун хушшинче 35 906 çухрăм çул тăрăх 24 хулара 31 концерт кăтартнă (3 Канадăра). Кашни концертшĕн ильнĕ 25—30 пинь доллар. Малтан 23 хула анчах пулмалла пулнă, анчах та Канзас-Сити хулара Charles О. Finley пĕр концертшăн 150 пин доллар тюллеп тенĕ те, Брайан Эпштейн унпа йăпăрт каласçа татăлнă.

«Beatles For Sale» та «Help!» (1964—1965)

тӳрлет

Авăн 21-нче «Beatles For Sale» альбом çирма пуçланă. Раштав 4-нче тухнă хысçăн 700 пин альбом сутнă. Анчах та 14 юрăран çурри («Rock And Roll Music», «Mr. Moonlight», «Kansas City», «Everybody’s Trying To Be My Baby») кивĕ юрăсем пулнă. 1965 çул нарăс уйăхĕнче «Help!» кино тума пуçланă. Çĕртме 29 тухнă кино, утă 6-нче Help! альбом. Ку альбомра пите лайăх юрăсем хушшинче «Yesterday» юрă пуринченьте аван. Уна Пол Маккартни çирнă. Джордж Мартину ку юрăна оркестр па çирма каланă. Хальхи вăхăта «Yesterday» юрра 2 пин тĕслĕ юрланă.

Юлашки концертсем (1965—1966)

тӳрлет

1965 çул питĕ улăштарчĕ рок-музыкăна. Ташламалли юрăсем вырăнне çĕнĕ чипер юрăсем килчĕç. The Byrds, The Rolling Stones, Боб Дилан Битлс сенчен лайăхрах юрăсене кăларма пуçларĕç. Юпа 12-нче Лондонра «Rubber Soul» альбом çирма пуçланă. Альбом тухса 1965 раштав 3-нче. Çак альбом çĕнĕ çул кăтартрĕ хăйсене анчах мар, пĕтĕм рок-музыкăна. «Rubber Soul» юррисенче пĕррĕмĕш хут мистикă па сюрреализм «The Beatles» кăтартнă.

1966 çĕртме уйăхĕнче Филиппинта Битлссем аран тухса тарса çĕршывран. Вĕсене аэропортра чуть çапса хуман филлипин халăхĕ. Самолет патне вĕсене кăларса пĕнĕ пекех. Тата СШАра, халăх пăтранса кайнă Леннон çине. Вăл пуш уйăхĕнче «The Beatles» Иисус Христос»ран нумайрах халăх пĕлеть тесе каланă. Анчах та Леннон утă 11-нче прес-конференцинче Чикагора "каçарăр" тенĕ хысçăн скандал пĕтнĕ.

Çурлан 5-нче 1966 çулта «Revolver» альбом тухнă. Ку альбомри юрăсене студинче анчах юрлама май пулнă, ытла нумай эффектсем студинче кĕртме анчах пулнă. «The Beatles» юлашки концертсем 1966 çулта çу 1-нче Лондонта Empire Pool залта пулса. Ушкăн 15 минут хушшинче 5 юрă шăрантарнă — «I Feel Fine», «Nowhere Man», «Day Tripper», «If I Needed Someone» тата «I’m Down». Çав çулах çурла 29-нче Сан-Францискора тата тепĕр юрă хайланă.

1966 çул чӳк уйăхĕнче «The Beatles» çирнă «Penny Lane»/«Strawberry Fields Forever» юрăсем. Нарăс 17-нче сутма пуçланă. Ку юрăсене çырнă хысçăн «Sgt. Pepper's Lonely Hearts Club Band» альбома хатĕрлеме пуçланă. 129-кунта «The Beatles» ушкăн чи стайлă альбом çырса хурать. Альбом çăвăн 26-нче тухать, вăл турех хит-парадсенче 88(!) эрне тăнă.

Брайана Эпстайн вилĕмĕ. «Шурă альбом» (1967—1968)

тӳрлет

1967 Çĕртме 25-нче The Beatles концертне пĕррĕмĕш хут пĕтĕм тĕнчене телевизăрпа кăтартса — 400 миллион яхăн çын пĕр харăс пăхнă. «All You Need Is Love» текен юрă çакăн хыççăн питĕ юратнă юрă пулса тăрать.

Çак вăхăтрах Брайан Эпстайн The Beatles менеджĕрĕ 32 çулта çĕре кĕрет.

1968 çул пуçламĕшĕнче ушкăн Индине кайса килнĕ. Килсен, Леннонпа Маккартни «Apple» фирмă уçса хураççĕ, çак ятпа вара The Beatles пластинкисем тухма пуçлаççĕ. Çав вăхăтрах «Yellow Submarine» мультфильм 1969 çул кăрлач уйăхĕнче кăларнă. Унпа пĕрле альбомĕ çута тухать. 1968 çултах юпа 22-мĕшĕнче The Beatles (альбом) тухать, халăх ăна «Шурă альбом» ят парать. Анчах та альбом çырнă вăхăтра ушкăна хура кушак килсе кайнă пулмалла та, вара Ринго Старр ушкăнран вăхăтлăха тухса каять. «Martha My Dear», «Wild Honey Pie», «Dear Prudence» тата «Back in the USSR» юрăсенче параппансам çинче Пол Маккартни вылять. Анчах та кунтах Ринго Старр юрри «Don’t Pass Me By» пулнă. Леннонăн çĕнĕ арăмĕ Йоко Онота питĕ куштанскерĕ пурне те килĕшмен.

Юлашки альбомсем (1969—1970)

тӳрлет

Кăрлач уйăхĕнче 1969 çулта «The Beatles» хăйсен ĕçĕ çинчен кино ӳкерес тесе шутласа. Нумай юрăсем çирнă, юлашкинчен вара ушкăн концерт туса хучĕ пӳрт мача тăрринче.

Кăрлач 30-нче ушкăн 5 юрă ĕлькĕрчĕç юрлама: «Get Back» (Ике вариант), «Don’t Let Me Down», «One After 909», «I’ve Got A Feeling» тата «All I Want Is You» (юлашкинчен «Dig A Pony» ят панă уна). 40 минут юрланă хыççăн полици свет сӳнтерсе концерта хупрĕ. 1969 çулта нарăс уйăхĕнчен пуçласа «The Beatles» саланса кайма пуçларĕ.

«Get Back» альбом тума пăрахрĕç те, юлашкинче 1970 çулта «Abbey Road» альбом кăларчĕç. «Let It Be» альбом юлашки кăларнă пулсан та, юррисене малтантарах 1969 çулта çирнă. Джордж Харрисон юрри «I Me Mine» чи юлашки вара пулса, уна вара ушкăн Джон Леннон сăр 1970 çулта кăрлач 3-нче çирса. Çав çултах пуш уйăхĕнче «Get Back» альбом фонограммисене пуçтарса, Фил Спектор продьюсер, хушса унта тата юлашки ушкăн юррисене(унтах «Let It Be» тата «I Me Mine»), «Let It Be» альбом çу 8-нче кăларчĕ.

Тепре пуçтарăнса, Джона Леннон вилĕмĕ

тӳрлет

1980 çулта раштав 8-нче Джон Леннона çурăма пиллек хут пистолетран персе Марк Чэпмен текенскер. Нумай мар вăхăтра полици машинĕпе госпитале çитернĕ хыççăн юн пĕтнĕ пирки Ленно вилсе. Марк Чэпмен тĕрмерен ĕмĕрте те тухаймаçт те пуль. 5 хут ыйтсан та уна тĕрмерен кăлармаç.

Free as a Bird, Real love, Now and Then

тӳрлет

1994-ш çулта Маккартни, Старр тата Харрисон The Beatles антологине çирнă чух, Джон Леннон хусах арăмĕ Йоко Оно вĕсене 3 юрă парса, иккĕшне — «Free As A Bird» тата «Real Love» çирса кăларчĕç те халĕ вĕсене эсĕр Битлс юрри тесе итлеме пултараттăр.

The Beatles рекордсем

тӳрлет
  • «A Day In The Life» юрă - чи хитре юрă.
  • 2004 çулта Rolling Stone журнал 500 чи лайăх юрăсем хушши 23 Битлс юрри тенĕ.
  • «Sgt. Pepper’s Lonely Hearts Club Band» — чи лайăх альбом «Rolling Stone» журнал 2003 çирнипе.

Альбомсем

тӳрлет


Çул Ячĕ Палăртни
1963 Please Please Me Альбом
1963 With The Beatles Альбом
1964 A Hard Day's Night Альбом, саундтрек
1964 Beatles For Sale Альбом
1965 Help! Альбом, саундтрек
1965 Rubber Soul Альбом
1966 Revolver Альбом
1967 Sgt. Pepper's Lonely Hearts Club Band Альбом
1967 Magical Mystery Tour Альбом, саундтрек
1968 The Beatles альбом «White Album» («Шурă альбом»)
1969 Yellow Submarine Альбом, саундтрек
1969 Abbey Road Альбом
1970 Let It Be Альбом, саундтрек

Фильмографи

тӳрлет
Çул Ячĕ Палăртни
1964 A Hard Day’s Night. Кинофильм
1965 Help! Кинофильм
1967 Magical Mystery Tour. Tелефильм
1968 Yellow Submarine. Мультфильм
1970 Let It Be. Кино
1996 The Beatles Anthology Телефильм
2007 Across the Universe. Кино-мюзикл

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 'Lennon - The Definitive Biography' by Ray Coleman p 720

Каçăсем

тӳрлет
  NODES
os 5